Раҫҫейри халӑх ҫыравне республикӑри 400 пин ытла ҫын хутшӑннӑ

Ыйтӑм халӑх йышне палӑртнипе пӗрлех, ҫынсен пурнӑҫ майне, кил хуҫалӑха мӗнле тытса пынине тишкерме пулӑшӗ. Ҫырава виҫӗ меслетпе хутшӑнма пулать.

Ҫырав ирттерекен Лидия Степанова тӗп хулари 42-мӗш участокра килсем тӑрӑх ҫӳрет. Хуравсене вӑл ятарлӑ планшета кӗртсе пырать. "Хула ҫыннисен ытларах пайӗ кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ, ҫав-ҫавах алӑка уҫманни те пулать. Уйрӑмах аслӑ ӑрурисем хастар", - тет Лидия Степанова. Ӗҫ-пуҫ вӑхӑт нумай йышӑнмасть - пурӗ 33 ыйту. Килсем тӑрӑх ҫӳрени вӑхӑта перекетлеме пулӑшать. Ыйтусене ҫемьери кашни ҫын е пӗри кӑна хуравлама пултарать. Мӗн каланине документсемпе ҫирӗплетме кирлӗ мар. 

Елена Дмитриева, Татьяна Самсонова