Пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн - ятарлӑ стипенди

Республикӑри хастар хӗрсемпе каччӑсене ҫулсерен хавхалантараҫҫӗ. Патшалӑх Пулӑшӑвне кӑҫал тивӗҫнӗ стипендиатсенчен хӑшӗ-пӗрне Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство Ҫуртӗнче свидетельствӑсем парса чысларӗ.

Правительство Ҫуртне маттур та тӑрӑшуллӑ 35 хӗрпе каччӑна йыхравланӑ. Вӗсен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцие хутшӑнакансен 6 ачи, ҫавӑн пекех вӗренӳре тата ӗҫре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан шкул ачисемпе студентсем, педагогсем, культура ҫыннисем. Вӗсенчен кашниех пысӑк ҫитенӳсемпе палӑрнӑ, олимпиада-конкурссенче ҫӗнтернӗ, обществӑлла пурнӑҫра хастар. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пултаруллӑ яш-кӗрӗмре Чӑваш Ен малашлӑхӗ пулнине каларӗ, ӳсӗмсем туса пынӑшӑн тав турӗ. 

Пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫавӑн пекех Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева саламларӗ. Ҫак стипендине илме тивӗҫ пулни - сирӗн ӗҫе пысӑк хак пани, терӗ вӑл. Ҫамрӑксем ҫулталӑк тӑршшӗпех уйӑхсерен 2 пин ҫурӑ тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Ҫакӑ, паллах, вӗсене малалла ҫитӗнӳсем тума хавхалантарса пырӗ.

 

Диана Иванова, Михаил Солин