Православи хӗрарӑмӗсен пӗрлӗхӗн регионти уйрӑмӗн тӗллевӗсем пысӑк

Наци библиотекинче «Православи хӗрарӑмӗсен пӗрлӗхӗ» обществӑлла организацин регионти уйрӑмӗн пӗрремӗш пухӑвӗ иртрӗ. 

Пухӑннисен умӗнче Шупашкар епархийӗнчи чиркӳри ыркӑмӑллӑхпа социаллӑ пулӑшу парас ӗҫе йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ Михаил Павлов протоиерей, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, Шупашкарти Спасо-Преображенски мӑнастир настоятельници Сергия (Рузавина) игумения тухса калаҫрӗҫ. Пирӗн республикӑра Турра ӗненекен хӗрарӑмсен пӗрлӗхне йӗркеленин пысӑк пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ, организацие ӗҫре ҫитӗнӳсем сунчӗҫ. Регионти уйрӑмӑн правлени председателӗ Валентина Диомидова организацин уставӗпе, тытӑмӗпе тата тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ, ӑна йӗркеленӗренпе мӗнле ӗҫсем туса ирттерни ҫинчен каласа пачӗ. Председатель ҫумӗ Надежда Черкесова организацин тӗп ҫул-йӗрне палӑртрӗ; правлени культурӑпа ҫутӗҫ, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет, социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен комиссисем йӗркелени ҫинчен пӗлтерчӗ. 

Хӗрарӑмсем пухӑва Шупашкар, Улатӑр тата Канаш епархийӗсенчи пур благочинирен те килсе ҫитнӗ. Вӗсем республикӑри муниципалитет округӗсенче регионти уйрӑмӑн хушма организацийӗсене йӗркелеме сӗнӳ пачӗҫ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова