Питӗрти экономика форумӗнчен пӗлтерӗшлӗ хыпарсем килсех тӑраҫҫӗ

4 куна пыракан ӗҫлӗ тӗлпулура Чӑваш Ен вунӑ ытла килӗшӳ 20 миллирад тенкӗлӗх алӑ пусасшӑн. Вӗсем экономикӑпа, ял хуҫалӑхӗпе, строительствӑпа, культурӑпа тата туризмпа ҫыхӑннӑ. 

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫейри машин тӑвакансен созӗн ертӳҫин ҫумӗпе Петр Фрадковпа курнӑҫрӗ. Ҫавӑн пекех Кореян Чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ посолӗпе тӗл пулчӗ. Форумра пирӗн республика пысӑк проекта хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Тутарстанпа Мари республикисен, Самарпа Чулхула облаҫӗсен тата Чӑваш Ен пуҫлӑхӗсем "Аслӑ Атӑл ҫулӗ" проекта хутшӑнасси пирки килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Малашне регионсен туристсен маршрутне йӗркелессипе ӗҫлемелле пулӗ. Туризма аталантарас тесен инфраструктура лайӑх та меллӗ пулмалли пирки калаҫрӗҫ тӗлпулура. "Аслӑ Атӑл ҫулӗ" проект 14 региона пӗрлештерӗ. Паянхи кун Чӑваш Енре юханшыв тӑрӑх 6 экскурси маршручӗ йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ программӑна пурнӑҫа кӗртмелли майсене ҫитес эрнере Шупашкарта иртекен экономика форумӗнче сӳтсе явӗҫ.

Алена Артемкина, Екатерина Данилова, Андрей Шоклев