ГЭС ҫывӑхӗнче пулӑ тытма юратакансем кирек хӑш вӑхӑтра та пур - ҫулла та, хӗлле те. Ҫапах та вӑлча сапнӑ тапхӑрта ҫирӗп йӗркене пӑхӑнмалла. Халӗ пӗр вӑлтапа кӑна пулӑ тытма юрать. Чӑн та, леска ҫинче икӗ йӗп пулма пултарать. Унсӑр пуҫне пулӑ виҫине те шута илмелле.
Куйбышев шыв управӑшне кӗрекен юханшывсенче ятарлӑ чару ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшчен, Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫӗртмен 10-мӗшчен пырать. Ҫакна йӗрке хуралҫисем аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Хальхинче саккуна пӑсакансем тӗл пулмарӗҫ. Унччен маларах вара ку тӗлӗшпе 3 материал прокуратурӑна янӑ, пӗрин тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе йӗркене пӑснӑ 68 тӗслӗх шута илнӗ. Вӗсенчен 13-шӗ браконьерсемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫакнашкал рейдсем халӗ кашни кун тенӗ пекех иртеҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене 2 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ, икӗ ҫуллӑха ирӗкрен те хӑтарма пултараҫҫӗ.
Диана Иванова, Михаил Солин