Пӗр тымартан тухнӑ халӑхсем

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Тутарстанри наука академийӗн Марджани ячӗллӗ истори институчӗ пӗрлехи конференци ирттерчӗҫ. Икӗ хурӑнташлӑ халӑх ӑсчахӗсен пӗрлехи вӑйпа пуҫӑнмалли ӗҫ чылай.

Ӑслӑлӑхпа практика конференцине "Тутарсемпе чӑвашсем - пӗр йывӑҫӑн икӗ турачӗ" тесе ят пани хӑех эпир, тӗрӗк чӗлхипе калаҫакан икӗ халӑх, пӗр тымартан тухнине ҫирӗплетет. Анчах тавлашуллӑ ыйтусемсӗр наука та ҫук, икӗ этнос ӑсчахӗсем хамӑрӑн пӗрлехи историе тӗпченӗ чухне пӗр ыйтӑва хуравланӑ хыҫҫӑн тепӗр тавлашулли тухса пырать. Вӗсен тупсӑмне пӗрлехи ӑспа шыранинчен ырри ҫук. "Наукӑпа политикӑна уйӑрма хӑнӑхмалла", - тет Николай Егоров. Ӑслӑлӑха ҫӗнӗ ӑру килчӗ, хальхи вӑхӑт урӑхла ӗҫлеме хистет. Чӑвашсемпе тутарсем ӗмӗртен кӳршӗллӗ пурӑннӑран икӗ халӑх пӗр-пӗрин культурине витӗм кӳрсе самай пуянлатнӑ. Пӑлхар тапхӑрӗнче пӗр патшалӑхра пулнӑ, Ылтӑн урта вӑхӑтӗнче те, Хусан ханлӑхӗнче те, халӗ те юнашар, таччӑн хутшӑнса пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа 21-мӗш ӗмӗр тӗпчевҫисем ҫӗнӗлле курӑмпа нумай кӑсӑклӑх уҫаҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи конференци пӗр кун Чӑваш Енре, тепӗр кун Тутарстанра иртрӗ. 

Марина Карягина, Виктор Степанов