Пӗлтӗр иртнӗ сумлӑ конкурс парни тинех авторӗ патне ҫитнӗ

Сӑмах Волгоградра йӗркелекен "Вечный огонь" фестиваль пирки пырать. Ӑна 2020-мӗш ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пандемие пула вӑл инҫет йӗркепе иртнӗ. 200 ытла ӗҫрен тӳресем пирӗн ӗҫтешӗн фильмне палӑртнӑ. Марина Карягинан "О чем молчат куклы деда Тероша" ӗҫӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 

Ку фильм - пуканесем ӑсталанӑ Терентий Дверенин вӑрҫӑ ветеранӗ пирки. Ку пултарулӑхпа вӑл 85 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ. 11 ҫул ӳкерсе тӗп сӑнарпа ҫывӑхлансах ҫитнӗ пулин те, ӑна калаҫтарса яма ҫӑмӑлах пулмарӗ, тет автор. Апла пулин те самай паха материал пухма май килнӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ шӑпах ҫак хушӑра халӑх ӑстин маҫтӑрлӑхне сӑнаса 3 пайлӑ фильм ӳкернӗ. Вӗсенчен пӗри, "100 ҫул иртсен" ятли, 2013-мӗш ҫулта "Голос Евразии " фестивальте чи пысӑк парнене, Гран-прие тивӗҫнӗ. Волгоградра та "О чем молчат куклы деда Тероша" фильм тӳресен кӑмӑлне кайнӑ. 

 

Надежда Александрова Вадим Владимиров