Паян Раҫҫейре - PR специалисчӗсен кунӗ

Шӑпах ҫак кун 2003-мӗш ҫулта обществӑпа ҫыхӑну тытас енӗпе тӑрӑшакансен профессине ҫирӗплетнӗ. 

Республикӑра ку уява халалланӑ ӗҫ-пуҫ кӑҫал пӗрремӗш хут иртрӗ. Пӑр кӗрменӗнче тӗрлӗ ведомствӑпа пӗрлешӳри пресс-секретарьсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем республика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вӑл шутра экономика, инҫет мелӗпе ӗҫлесси, туризма аталантарасси, чӑваш чӗлхине упрасси тата ытти те. Пухӑннисем валли ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсем иртрӗҫ.