Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтаксен амӑшӗсемпе тӗл пулчӗ

Ывӑл-хӗрӗ амӑшӗшӗн пӗчӗк чухне те, ӳссе ҫитӗнсен те яланах ача вырӑнӗнче. Хӑй кун ҫути пилленӗ тӗпренчӗкӗшӗн чунӗ хумханать, ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнать, йывӑрлӑха лексен ҫӗр ҫывӑрми шутласа пӑшӑрханать. Республикӑри мӗн-пур аннене уявпа саламланӑ май регион ертӳҫи Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтаксен амӑшӗсене уйрӑм тимлӗх уйӑрчӗ. 

"Нуша-инкек, хуйхӑ", - пӗрлештерет теҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан, ывӑлӗсене тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме ӑсатса кӗтсе илеймен хӗрарӑмсем чунри нихҫан пирчеми суранне пӗрле сиплеме тӑрӑшаҫҫӗ. "Капла кӑштах ҫӑмӑлрах", - теҫҫӗ салтак амӑшӗсем. Кашни арҫыннӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ, шӑпи, фронтри паттӑрлӑх историйӗ. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий, ытти хӑнасем Анне кунӗпе саламласа тав турӗҫ. Тӗнчерен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ вӑйпитти арҫынсен сӑнарӗ, паттӑрлӑхӗ ӗмӗр асра та хисепре пуласса палӑртрӗҫ. 

Амӑшӗсем хӑйсен ывӑлӗсем пирки калаҫнисӗр пуҫне чун йӑпатмӑшне мӗнре тупнине пӗлтерчӗҫ. Кам ал ӗҫӗпе аппаланать, нихҫан шухӑшсене шур хут ҫине куҫарман хӗрарӑмсем те пӗр кӗтмен ҫӗртен пуҫра сӑвӑсем ҫуралма пуҫланине каларӗҫ. Олег Николаев амӑшӗсен сӗнӗвӗсене те итлерӗ. Паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр халӑх асӗнче хӑварас тӗллевпе йывӑҫ лартса ун ҫумне асӑну хӑми ҫирӗплетес кӑмӑл пуррине палӑртакансем пулчӗҫ. Паллах, республикӑра малашне те паттӑрсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшӗҫ. Ӑшӑ тӗлпулӑва пуҫтарӑннисем валли уяв концерчӗ те иртрӗ. 

Алиса Александрова, Юрий Марков