Ҫӗнтерӳ кунӗччен уйӑх ытларах кӑна юлчӗ. Республикӑн кашни округӗнчех хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Кӑҫал ҫӗршыв историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑмӑн сумлӑ ҫавраҫулӗ пулнӑ май унпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа уйрӑмах ҫӳллӗ шайра ирттерес тӗллевлӗ. Палӑк таврашӗсене тирпей-илем кӳреҫҫӗ, концертсем умӗнхи репетицисем ирттереҫҫӗ. Тӗп хулара пулакан уяв программи те пуян та тӗрлӗ енлӗ.
Пухӑннисен сӳтсе явмалли ыйту чылай пуҫтарӑннӑ. Вӑл йышра республикӑри автоклубсем епле ӗҫлени. Сӑмах май, кустӑрма ҫинчи культура ҫурчӗ регионта паянхи куна 14. Наци проекчӗ пулӑшнипе вӗсене хальхи йышши ӗҫ хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫавна май пултарулӑх ушкӑнӗсем аякра вырнаҫнӑ ялсене те пӗр чӑрмавсӑр тухса ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Пурӑнмалли майсем хуларинчен кая мар чухне специалистсене те яла илӗртме пулать. Ака уйӑхӗнчен "Ялти культура ӗҫченӗ" проект вӑй илмелле. Хальлӗхе 8 вырӑн пур. Вулавӑшсен фондне ҫӗнетсе пырасси - тепӗр ыйту. Кӗнекесене тӗрӗс суйласси те пӗлтерӗшлӗ. Калаҫӑва хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра чӑвашла сӑвӑлла тата прозӑпа ҫырнӑ мӗнле кӑларӑмсем пуррипе кӑсӑкланчӗҫ.
Халӑх ӑсталӑхӗн, юрри-кӗввин фестивалӗсене ирттерни те кӑсӑклӑ пулмалла. Ҫапла хамӑр региона чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе интересленекен туристене те ытларах илӗртме май пулӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов