Мӗн пӗчӗкрен ӗмӗтленни пурнӑҫланнӑ, кӑмӑла каякан професси патне ҫирӗппӗн талпӑнни сая кайман. Професси ҫул-йӗрне Муркаш тӑрӑхӗнче пуҫланӑ ҫамрӑка 2023-мӗш ҫулта тата яваплӑрах ӗҫ шаннӑ. Олег Алексеевичӑн тивӗҫӗ - инкеке тухиччен самай маларах сирсе ярасси, аслисене те, ачасене те хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллаштарса асӑрхаттарасси. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫак тӗллевпех унпа пӗрле пӗрре мар ҫула тухнӑ. Шупашкарти харпӑр хӑй ҫурчӗсенче пурӑнакансемпе кӑмака, хутса ӑшӑтмалли ытти хатӗрпе мӗнле усӑ курмалли пирки калаҫу ирттернӗ, ҫурхи тапхӑрта дачӑсене, сад-пахчасене ҫӳресе вут-ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ чару йӗркисене аса илтернӗ. Ачасемпе, ҫамрӑксемпе те час-часах тӗл пулать Олег Баскаков.
Малтанах Олег Баскаков республика шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ, унтан - Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенчи ӗҫтешӗсем хушшинче. Профессире маттурисене Мускава чӗнсе илнӗ. Унта та ӑсталӑха 4 тапхӑрпа кӑтартмалла пулнӑ. Ҫӑлавҫӑ ӗҫне суйланисене теорие пӗлни ҫителӗксӗр, ҫирӗп те вӑйлӑ, тӳсӗмлӗ пулмалла вӗсен. Пирӗн ентеш тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне тивӗҫлӗ шайра кӑтартнӑ.
Ҫӗршыв шайӗнче мала тухни - пысӑк ҫитӗнӳ. Апла пулин те ҫак тытӑмри кашни ҫыншӑн хӑй ӗҫлекен вырӑнта инкек тухманни - чи пӗлтӗрӗшли.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров








