Малтанхи архиерейсемпе тӗншӗн асапланнӑ ҫветтуйсемпе паллашма пулать

Шупашкарпа Чӑваш Ен епархине йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑма халалласа Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче курав ӗҫлеме пуҫларӗ.

Куравӑн пӗрремӗш залӗнче чӑвашсен малтанхи архиерейӗсемпе тата тӗншӗн асапланса ҫветтуя тухнӑ ҫынсемпе паллашма пулать. Хура-шурӑ сӑнӳкерчӗксем ҫинче нумай нуша тӳснӗ чиркӳ ҫыннисен тӗлӗнмелле сӑнӗсем курӑнаҫҫӗ. Вӗсен пичӗсем ҫинче ҫав тери ҫирӗп, хӑватлӑ ӗненӳ ҫырӑнса юлнӑ. Вӗсене уйрӑмах хальхи ҫамрӑксене кӑтартмаллине кӑларӗҫ пухӑннисем. Куравӑн 2-мӗш залне Шупашкарпа Чӑваш Ен епархине 43 ҫул ертсе пынӑ Варнава митрополита халалланӑ. Улшӑнмасӑр пӗр вырӑнта ун чухлӗ ӗҫленӗ архиерей ҫӗршывра урӑх пулман. Курав чӳк уйӑхӗн 8-мӗшчен ӗҫлет. 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев