Ленинград облаҫӗнче ентеш-салтаксене асӑнса палӑк уҫрӗҫ 

Унти кашни метр ҫӗр лаптӑкӗ - уҫӑ тӳпе айӗнчи паттӑрлӑх музейӗ тейӗн. Ленинград облаҫӗнчи чи хӗрӳ ҫапӑҫусем пынӑ "Невский пятачок" текен вырӑнта Чӑваш Енпе ытти тӑрӑхри ентеш-салтаксене асӑнса палӑк уҫрӗҫ.

Ленинград облаҫӗнчи мемориал комплексӗнче ҫӗршыври кашни регион тенӗ пекех тӗнчене фашизмран хӳтӗлесе пуҫ хунӑ паттӑрӗсене асӑнса палӑксем лартнӑ. Чӑваш Ен вара ку таранччен ҫак сӑваплӑ тивӗҫе, темшӗн, пурнӑҫлайман темелле. Йывӑр лав 2017-мӗш ҫулта хускалнӑ. Ҫавах та, вырӑнтан тапранса каяйман. Нумай пулмасть, Питӗрти ентешсен наципе культура автономийӗн хастарӗсем ҫине тӑнипе, тинех, стела евӗр асӑну чулӗ хӑйӗн вырӑнне тупрӗ. Ӑна туса хатӗрлес ӗҫе васкатас тесе тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан ентешсем сахал мар укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе палӑкпа ун таврашне хӑтлӑх кӳме 800 ытла пин тенкӗ тӑккаланӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Нева хӗрринчи ҫапӑҫӑвӗсенче Ленинграда 15 пин чӑваш салтакӗ хӳтӗленӗ. Ҫурҫӗр хӗвел анӑҫ, Ленинград, Карелипе Волхов фрончӗсене пайланса хӑйсен кӑкӑрӗпе тӑшман пульли айне тӑнӑ. 5 пин ытла ентеш-хӗрлӗармеец юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчех выртса юлнӑ. Халӗ, 8 теҫетке ҫул иртсен, вӗсене асӑнса лартнӑ палӑка уҫма астӑвӑм комплексне Чӑваш Енпе Ленинград тӑрӑхӗнчи ентешсем, ҫар ҫыннисемпе мухтавлӑ салтаксен тӑванӗсем пухӑнчӗҫ. Паттӑрсене пуҫ тайса стела умне чечексем хучӗҫ.

Питӗрти чӑвашсем мӗн тунипе лӑпланса лармаҫҫӗ. Чылай ҫул каялла пуҫарнӑ сӑваплӑ ӗҫе малалла тӑсса хыпарсӑр ҫухалнӑ хӗрлӗармеецсен ячӗсене палӑртаҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче хастарсем хӳтӗлев министерствин тӗп архивӗнче пулса тӑшман танатинчи Ленинграда ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫса пуҫ хунӑ 200 ытла ентешӗн ятне тупнӑ.

Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсен культура пӗрлӗхне ертсе пыракан Валериан Гавриловӑн кукашшӗ те ҫак вырӑнта пуҫ хунӑ. Ҫавӑнпа та Валериан Анатольевич архивсенчи тӗпчев ӗҫне чун ыйтнипе тӑвать. Кӑҫал кӑна хастарсем Вӑрмарпа Йӗпреҫ ҫӗрӗнчен вӑрҫа кайса вилнӗ тепӗр 300 ытла салтак шӑпине манӑҫа тухма паман. Халӗ вӗсем Пискарёвка масарӗнче пытарнӑ ытти ентеш-салтаксене палӑртассипе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла майпа пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ паттӑрсен ячӗсем яланах халӑх асӗнче упранӗҫ. 

Алексей Енейкин, Игорь Шмураков