Килтен киле ҫӳрет... ҫыравҫӑ

Чӑваш Енре 2 пин ытла ҫын ял-хулара пурӑнакансемпе калӑпӑшлӑ ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырава темиҫе майпа хутшӑнма пулать, ҫав шутра - электронлӑ та. Чир сарӑлнине кура перепиҫре санитари йӗркисене пӑхӑнма тивет. Ҫавӑнпа пӗрлех ултавҫӑсенчен те асӑрханмалла. 

Ҫырав ирттерекене ятарлӑ ҫи-пуҫӗнчен тата кутамккинчен палласа илме пулать. Сумккинче хут купи мар, планшет кӑна. Хальхи саманара маскӑпа перчетке те тӑхӑнма тивет, ҫынсемпе калаҫнӑ чухне айккарах тӑмалли ҫинчен те манмалла мар. Ыйтӑм ирттеркенсенчен 80 проценчӗ чиртен сыхланса прививка тутарнӑ. Ҫывӑх кунсенче вӗсем кашни ҫурта шаккаҫҫӗ. Ӗҫе пуҫличчен кил хуҫисене официаллӑ удостоверенипе пӗрле паспорта кӑтартмалла. 33 ыйтӑва хуравламалла. Хӑйӗнпе тата пӗрле пурӑнакансемпе паллаштармалла: миҫе ҫултине, ӑҫта вӗреннине, мӑшӑрланнипе ачасем пирки каласа памалла. Мӗнле халӑх ҫынни пулнине тата хӑш чӗлхене тӑван тесе палӑртасси уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ самант: ҫапла майпа тӗрлӗ наци йышӗ епле улшӑннине тӗпчеҫҫӗ. Тата ҫавӑн пекех пурӑнмалли майсене пырса тивекен ыйтусем те пур. 

Ирина Николаева, Димитрий Макаров