Иосиф Дмитриев (Трер) режиссёр, актёр, поэт пурӑннӑ пулсан 75 ҫул тултармаллаччӗ

Шел, йывӑр чире пула унӑн чӗри виҫӗ ҫул каялла тапма чарӑнчӗ. Вӑл юлашки кунчченех илемлӗх ертӳҫинче ӗҫленӗ Ҫамрӑксен театрӗ пуҫарнипе, унӑн вилтӑприйӗ умӗнче асӑну митингӗ иртрӗ. 

Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф Дмитриев ҫамрӑклах аслӑ искусство тӗнчине лекнӗ: 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри педагогика училищинче музыка пӗлӗвӗ илнӗ те, ҫав вӑхӑталла ун телейне чӑваш яш-кӗрӗмне Питӗрти театр, музыка тата кинематографи институтне йышӑнма ӑмӑрту ирттернӗ. Ывӑлне вӗрентессишӗн ҫунакан амӑшӗ, ӗнине сутса ӑна баян илсе панӑскер, Иосифа авалхилле пиллесе аслӑ ҫул ҫине ӑсатнӑ. Артист пулма ӗмӗтленекен чӑваш ҫамрӑкӗсем Питӗрте вӗреннӗ вӑхӑтра Довженко ячӗллӗ киностуди "Ҫеҫпӗл" фильм ӳкерме пуҫланӑ, Иосиф Дмитриева тӗп сӑнара выляма суйласа илнӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл пирӗншӗн кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр вырӑнӗнче. Вӑл хӑй те актёр, режиссёр, педагог, драматург, ӑсчах пек анчах мар, сӑвӑҫ пек те халӑх асӗнче. 

Марина Карягина, Николай Семёнов