Хваттерлӗ пулас шанӑҫа ҫухатман

Шупашкарти "Лидер" компани халӗ те "Кувшинка" тата "Гагарин" микрорайонсенче тума палӑртнӑ 7 ҫурта хута яраймасть.

Вӗсенче пулмалли 850 ытла хваттере вара пая кӗнисем тахҫанах туянса хунӑ. Халӗ йывӑрлӑха лекнисене пулӑшас тесе патшалӑх та тӗрлӗ май шырать. Ҫав вӑхӑтрах ҫитес вӑхӑтра "Лидер" компание суд кӗтет. Налук парӑмӗсем нумай пулнӑран вӑл панкрута тухма пултарать. Ҫакна шута илсе Строительство министерстви улталаннӑ халӑхпа тӗл пулу йӗркелерӗ. Унта сӑмахне тытайман компани ертӳҫи те пулчӗ. 

 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин