Хастар, пуҫаруллӑ яш кӗрӗме - патшалӑх премийӗ

Наградӑна тӗрлӗ ӗҫре ҫитӗнӳ тунӑ 26 ҫамрӑк тивӗҫрӗ. Вӗсене Правительство ҫуртӗнче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен кунӗ чысларӗҫ. 2021-мӗш ҫулхи лауреатсемпе сюжетра паллаштаратпӑр.

Ҫамрӑксен патшалӑх премине республикӑра 1996-мӗш ҫултанпа параҫҫӗ. Хальччен лауреат ята 250 ытла яш-кӗрӗм тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр 37 проект конкурса тӑратнӑ. Чи нумай ӗҫ физкультурӑпа спорт енӗпе пулнӑ. Наградӑна Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн студентне Денис Гаврилова пама йышӑннӑ. Ҫамрӑк Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре мар мала тухнӑ. Ҫак аслӑ шкултах ӗҫлекен пикесем вара ӑслӑлӑхра палӑрнӑ. Елена Симурзина, Анастасия Обухова, Анна Лузова выльӑх-чӗрлӗх тухӑҫлӑхне ӳстерессине тӗпчеҫҫӗ. Вӗсен меслетне ӗҫре усӑ кураҫҫӗ те ӗнтӗ. Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем хатӗрленӗ "Сурский рубеж" документлӑ фильма темиҫе хутчен те пӑхнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ патшалӑх премине тивӗҫ пулчӗ. Олег Николаев Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ тепӗр ӗҫе те палӑртрӗ. Лауреатсен йышӗнче - Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине кӑларнӑ "Инкеклӗ телей" спектакльти тӗп сӑнара калӑпланӑ Сергей Павлов артист. Ҫавӑн пекех вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче, тавралӑха сыхлассинче, волонтёр ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑ ҫамрӑксем хисепе тивӗҫрӗҫ. Журналистикӑра ӑсталӑхне туптакансене те чысларӗҫ.

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов