Хӑрушсӑрлӑха ӳстерес тӗллевпе

Чӑваш Енри патшалӑх ҫул-йӗр инспекцийӗнче ӗҫлекенсем "Автобус" рейд ирттерчӗҫ. 

Автобус водителӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркисене час-часах пӑсаҫҫӗ. Хӑвӑртлӑха, ҫул-йӗр паллисене пӑхӑнмаҫҫӗ, руль умӗнче пынӑ чухне телефонпа калаҫаҫҫӗ, пиҫиххипе ҫыхӑнмаҫҫӗ. Ҫакӑ хытах пӑшӑрхантарать. Регионта пулакан аварисен 7 проценчӗ обществӑлла транспортпа ҫыхӑннӑ. Кӑҫалхи 10 уйӑхра ҫеҫ 49 авари пулнӑ, вӗсенче 5 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 102-н аманнӑ. Ытларах чухне пассажирсем салонра ӳкнипе суранланаҫҫӗ. Кӑҫал ҫавнашкал 24 тӗслӗх пулнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ автобуссен водителӗсене ҫул ҫинче тимлӗрех пулма, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнма ыйтать. 

Екатерина Фомина, Елена Михайлова