Кулленех ялти администарци ҫуртӗнче 10-15 ҫын пухӑнать. Канмалли кунсене хуларан килекенсем те пӗрлехи ӗҫе хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи чӑваш салтакӗсем хушшинче кӑшнаруйсем те пур. "Хамӑрӑннисене вара пулӑшмаллах", - теҫҫӗ хӳтлӗх карри ҫыхакансем. Ӗҫре кирлӗ материала вӗсем хӑйсен укҫипех туянаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне Кӑшнаруй хастарӗсем ҫыхнӑ хӳтлӗх каррисен шучӗ 300-тен те иртнӗ. Пурпӗрех пушӑ вӑхӑтра, канмалли кунсенче хӑнӑхнӑ ҫулпа пархатарлӑ ӗҫ тума васкаҫҫӗ хӗрарӑмсем. Вӑхӑта перекетлеме ялти ӑста Алексей Якимов ятарлӑ хатӗр шутласа кӑларнӑ. Унпа чӑннипех те ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ ӳсет.
Алиса Александрова, Витя Степанов