"Халӑх хисепӗ" конкурса 2009-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта обществӑлла тата коммерциллӗ мар организацисем, предприяти-учрежденисем, хула пурнӑҫне хастар хутшӑнакансем 200 ытла заявка тӑратнӑ. Кашниех хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырать. Вӗсене парне парса палӑртасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. "Общественное признание" конкурс ҫӗнтерӳҫисене 12 номинацире чысларӗҫ: "Шупашкарпа хула ҫыннисен ырлӑхӗшӗн", "Шупашкар - вӑл эпир", "Халӑх геройӗ" тата ытти те. "Шупашкар - ырӑ ӗҫсен хули" номинацире республикӑри "кӗмӗл" волонтерсен центрӗ 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ырӑ чӗреллисем салтаксем валли 5 пин ытла тонна гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарнӑ. Кӗмӗл волонтерсен регионти координаторӗ Лариса Мышева "Чӗререн чӗрене" номинацинче те хутшӑннӑ, вӑл "Пӗтӗмпех хамӑрӑннисемшӗн" проект хатӗрленӗ.
"Ҫемье йӑли-йӗрки - Шупашкар историйӗ" номинацире вара тӗп парнене манӑн ӗҫтеш Николай Семёнов режиссер ҫемйи тивӗҫрӗ. Алевтина мӑшӑрӗпе вӑл 5 ача ҫитӗнтерет. Хула, республика, ҫӗршыв шайӗнче иртекен конкурссенче Семёновсем пӗрре мар палӑрнӑ. Мускавра "Раҫҫей" куравра "Знатоки Родины" конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех республика чысне ҫемье форумӗнче тивӗҫлӗ хӳтӗленӗ. Хальхинче ҫапла майпа хисеп туни вӗсем ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине ҫирӗплетет.
Уявра хула пурнӑҫӗ пирки ҫыракан журналистсемпе блогерсене те палӑртрӗҫ. Пирӗн ӗҫтеше, Чӑваш радиора тӑрӑшакан сасӑ режиссерне Алина Кузьминана дипломпа хавхалантарчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята вара "Куча-мала" медиацентр тивӗҫрӗ.
Диана Иванова, Екатерина Янгалакова