Донбасран пирӗн пата куҫса килнӗ ҫамрӑк Пӗтӗм Раҫҫейри сывпуллашу балӗнче пулса курнӑ

Ҫӗршыври пин-пин ҫамрӑкпа пӗрле Максим Перцов Мускавра иртнӗ пысӑк уявра савӑнма пултарнӑ. Медалистсемпе олимпиада ҫӗнтерӳҫисем валли ҫулсерен йӗркелекен каҫа пӗрремӗш хут Донецкпа Луганск халӑх республикисенчен куҫса килнӗ шкул пӗтерекенсене те йыхравалнӑ. 

Икӗ уйӑх каялла пуйӑспа вӗсем Чӑваш Ене ҫитнӗ. Донбасран куҫса килекенсене ун чухне малашнехи кун-ҫул шиклентернӗ, ҫапах та пурнӑҫ йӗркеленессе шаннӑ. Халӗ пирӗн республика вӗсемшӗн тӑван кил пулса тӑнӑ. Юлия Юрченко 2 ачипе Мариупольтен куҫса килнӗ. Ҫемье вӑхӑтлӑх "Вега" санаторинче вырнаҫнӑ. Максим аслӑ ывӑлӗ Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗнче 11 класс пӗтернӗ. Ҫамрӑк шкул вӗренсе тухакансен Пӗтӗм Раҫҫейри балне лекесси пирки ӗмӗтленме ҫеҫ пултарнӑ. "Единая Россия" партин депутачӗ Юрий Зорин унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерме май тупнӑ. 

Ирина Николаева, Виктор Степанов