Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ҫӗнӗ машинсемпе пуянланчӗ

Унсӑр пуҫне федерацин пушара хирӗҫ кӗрешекен службине 22 ҫамрӑк хутшӑнчӗ. Вӗсем присяга тытнине пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тимлерӗ.

Ҫӑлавҫӑсен ретӗнче йыш хутшӑнни яланах савӑнӑҫлӑ пулӑм. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫ-пуҫ ҫӳллӗ шайра иртет. Хальхинче вӑл уйрӑмах асра юлӗ. Пушар хуралӗнче тимлекенсене валли 4 ҫӑмӑл машина кӳрсе килнӗ. Пӗри Шупашкартах юлать пулсан, ыттисем Канаш, Улатӑр тата Шупашкар районӗсене каяҫҫӗ. 22 ҫамрӑк вара хӑйсен пурнӑҫне пушар хуралӗпе ҫыхӑнтарса присяга тытрӗҫ. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров