Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Илле Тукташ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ

Сӑмах ӑсти кун ҫути курнӑ ялта ҫак ятпа уяв иртрӗ. Унта, Шупашкарти пекех, Тукташ урамӗ пур. Сӑвӑҫ, прозаик, фольклорист, куҫаруҫӑ ҫитӗннӗ ҫуртра музей уҫӑлнӑ.

Эпир 30 ҫул ӗнтӗ кашни ҫӗнӗ куна ҫак "Тӑван ҫӗршыв" юрӑпа пуҫлатпӑр. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин гимнӗ пулса тӑнӑ хайлавӑн сӑввине Илле Тукташ ҫырнӑ. 20 ытла кӗнеке авторӗ чӑваш литературинче ҫавӑн пекех поэмисемпе, драмисемпе, повӗҫ-калавӗпе, очеркӗсемпе палӑрнӑ. Элӗксем ҫыравҫӑ ҫуралса ӳснӗ Мӑн Тукташра ҫулсеренех мухтавлӑ ентешӗ ячӗпе ял уявӗ йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Ку тӑрӑхра иртнӗлӗхе хакласа тӑван халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркине тытса пыракансем пурӑнаҫҫӗ: тымар ҫирӗплӗхне шанакан йывӑҫӑн пуласлӑхӗ пур пекех, тӑванлӑха хисеплекен йӑх ӑрусерен вӑйланса пырать.

Марина Карягина, Виктор Степанов