Афон - Эгей тинӗсӗнчи ҫурма утрав ҫинче вырнаҫнӑ Ҫветтуй Ту, православи тӗнӗпе пурӑнакан манахсен сӑваплӑ вырӑнӗ. Унта фото е видео ӳкерме юрамасть. Костас Асимис фотограф 1989-мӗш ҫулта пирӗн ентеш сӗннипе унта пӗрремӗш хут ҫур ҫул хушши пурӑнса курнӑ, ӑна Паисий Святогорец ҫветтуй хӑй пил парса ӳкерме ирӗк панӑ. Ҫак ирӗкпе пӗрле унччен турра ӗненмен хула ҫыннин пуҫӗ ҫине нихҫан туйман телей йӑтӑнса аннӑ: ҫӑлтӑрлӑ тӳпе, шӑплӑх илемӗ тата ҫӗнӗ опыт, электричествӑсӑр, тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсӑр пурӑнса курасси. Фотоӳнерҫӗ 2009-мӗш ҫултанпа Раҫҫейри тӗрлӗ хулара 200 ытла курав йӗркелесе ирттернӗ.
Курава йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Ӗненекенсен таса вырӑнсене сӑн ӳкерчӗксем урлӑ та пулин сӗртӗнсе пӑхас килет. Унта кашни кайса курма пултараймасть - хӗрарӑмсене ҫак ҫветтуй ҫӗр ҫине кӗртмеҫҫӗ.
Костас Асимис Афон фотолетопиҫне 40 ҫул ытла ҫырать. Вӑл Ҫветтуй Пантелеймон мӑнастирӗн манахӗсем пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсать темелле. 1985-мӗш ҫулта ӑна чӑн-чӑн тупра кӑтартнӑ: 19-мӗш ӗмӗрти афонитсене сӑнарлакан сӑн ӳкерчӗксене. Вӑл 5 пин дагерротипа ҫӗнетнӗ. Ҫав ӗҫсене кунта та курма пулать. Чӑваш Ен Афонпа таччӑн ҫыхӑннӑ темелле. Савватий митрополит хӑй те Ҫветтуй Ту ҫинче темиҫе хут та пулни, Афона юратни ҫинчен пӗлтерчӗ. Курава йӗркеленӗ Николай Уруков тухтӑр та ҫакнах ҫирӗплетрӗ, "Афонра чӑвашсене аван пӗлеҫҫӗ, шанчӑклӑ, яваплӑ, ӗҫчен пулнӑшӑн хисеплеҫҫӗ", терӗ вӑл. Курав валли епархи хӑйӗн стенчӗсене хатӗрленӗ. Унта Афонра пурӑннӑ 7 ентешӗн портречӗ. Паянхи кун унта Виталий (Гришин) игумен. Вӑл, пӗтӗмӗшле илсен, ҫур ӗмӗр патне Афон манахӗ ӗнтӗ. 10 ҫул Шупашкарти пӗр храмра ӗҫленӗ.
Курава Тверьти мӑнастиртен килнӗ хор пуянлатрӗ. Хорта Ҫветтуй Ту ҫине кайса урӑхла - Византилле - юрлама вӗренсе килнӗ юрӑҫсем. Вӗсен кӗлли кураври 300 сӑн ӳкерчӗкпе пӗр ҫураҫура пулчӗ.
"Пирӗннисем Афонра" курав ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшчен кӑна пырать, ҫитсе курма васкӑр. Унта Пушкин карттипе те кӗме пулать.
Марина Карягина, Лидия Галактионова, Михаил Солин