Чӑваш халӑх артистне Петр Клементьева юлашки ҫула ӑсатрӗҫ 

Ҫур ӗмӗре яхӑн пуканесене чун кӗртсе сцена ҫинче выляттарнӑ актер 200 яхӑн сӑнар калӑпланӑ. "Петр Андреевич пек артист, ун пек пуканеҫӗ ҫак ҫӗр ҫине ӗмӗрте пӗрре килет", - терӗҫ сцена ҫинчи юлташӗсем.

Пултарулӑх ҫулне суйлама Петр Клеметьева ачалӑхра чунне пырса тивнӗ пулӑм хавхалантарнӑ. Яла гастрольпе актерсем килсен канӑҫне ҫухатнӑ пулас артист, юлташӗсемпе пӗрле шкулта пукане театрӗ те йӗркеленӗ. Ҫутӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫлансан малтанах аслӑ ӗҫтешӗсенчен нумай вӗреннӗ, унтан хӑй те ҫамрӑксене пуканӗҫӗ ӑсталӑхне уҫса парассипе нумай тӑрӑшнӑ. Пӗрле ӗҫленисем каланӑ тӑрӑх, Турӑ пилленӗ актер выляттарнӑ чӗмсӗр актерсем малашне те сцена ҫинче пулӗҫ. Вӗсенче Чӑваш халӑх артисчӗн ырӑ ячӗ, манӑҫми сӑнарӗ пурӑнӗ.