Чӑваш Енпе Пушкӑртстан туслӑхне ҫирӗплетсе йывӑҫ лартрӗҫ

Константин Иванов аслӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа ҫитес эрнере 135 ҫул ҫитет. Ҫак пулӑма халалласа тепӗр мухтавлӑ сӑвӑҫ -Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ Канаш тӑрӑхӗнче поэзи паркӗ хута кайрӗ.

Канашсем Пушкӑртстанран ҫитнӗ хӑнасемпе Шупашкарта тӗпленнӗ ентешӗсене Пайкилт ялӗнче хапӑл турӗҫ. Кунти вӑтам шкул ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхне вӗрентсе пырассинче пысӑк шанӑҫпа ӗҫлет. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара Пушкӑртри ӑсчахсем Константин Ивановӑн тымарӗсем те Чӑваш Енри Пайкилтрен пулнине палӑртнӑ. Каярахпа сӑвӑҫӑн ват аслашшӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнне те ҫирӗплетнӗ. 

Константин Иванова кашни чӑваш малтанах вилӗмсӗр "Нарспи" поэма авторӗ пек пӗлет. Унӑн пултарулӑхӗ вара нумай енлӗ пулнӑ. Вӑл пултаруллӑ ӳнерҫӗ, тӑлмачӑ, редактор, ҫавӑн пекех тӑван литературӑна никӗслекенсенчен пӗри темелле.

Хӑнасем хавхалану саманчӗпе хӗпӗртесе ҫывӑхри Ивановпа Ҫеҫпӗле халалланӑ поэзи паркӗнче йывӑҫ лартма пухӑнчӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫе пачӑшкӑпа пӗрле кӗлӗ туса пуҫӑнчӗҫ. Хастарсем Чӑваш Енпе Пушкӑртстан туслӑхне ҫирӗплетсе пахчара тӗрлӗ йывӑҫ лартрӗҫ. Шкул ачисем вӗсене пӑхса, шӑварса тӑма шантарчӗҫ, хӑнасене уяв парнелерӗҫ.

Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗ Канаш тӑрӑхӗнчи Пайкилтпе хӑйне евӗр туслӑх кӗперӗпе ҫыхӑнчӗ. Хӑнасем ҫак историллӗ пулӑмпа пӗр-пӗрне саламласа парнесем хӑварчӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра вара Константин Васильевичӑн 135 ҫулне халалласа Чӑваш Ен ушкӑнӗ те Пушкӑрт республикине ҫул тытӗ.

Алексей Енейкин, Сергей Щербаков