Ҫӗршыври ҫӑмӑл мар лару-тӑрура халӑха пӗрле пулма ентешлӗх уявӗсем те пулӑшаҫҫӗ

Ҫак кунсенче туслӑх кӗреки елчӗксене пӗрлештерчӗ. Ҫулталӑкри тӗлпулу Шупашкарти "Амазони" паркра иртрӗ.

Ентешлӗх уявне елчӗксен пӗрлештернӗ хорӗ уҫрӗ. Унтан пурте пӗр минут шӑп тӑрса ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене аса илчӗҫ. Уява салтаксене пулӑшас тӗллевпех йӗркеленӗ тесен те юрать. Сцена ҫинче ҫак ӗҫе хастар хутшӑнакансене чысларӗҫ. Вӗсен йышӗнче Лащ Таяпа чиркӗвӗн пачӑшки Силуан Атте те. Вӑл "Фронта пулӑшнӑшӑн" медале тивӗҫ пулчӗ.

Ҫарти салтаксене пулӑшас тӗллевпе вырнаҫтарнӑ ещӗке те хӑнасем сахал мар укҫа ячӗҫ. Пӗрлӗхре вӑй пулнине ҫирӗплетсе уявра пултаруллӑ ентешсене чысласси те йӑлара. Чӑваш Ен, тӑван культура, ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче тата халӑх сывлӑхне сыхлассинче ырми-канми вӑй хуракансем тӗрлӗ хисеп хутне тивӗҫрӗҫ.

Пухӑннисене Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ мухтавлӑ ҫынсем саламларӗҫ. Ентешлӗх ӗҫне пӗтӗмлетсе малашне те пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлемеллине палӑртрӗҫ.

Уҫӑ сывлӑшра йӗркеленӗ уяв "Акатуй" евӗр пуян кун йӗркипе иртрӗ. Хӑнасене ал-ӗҫ ӑстисен куравӗсемпе, ача-пӑча пултарулӑх лаҫҫисемпе паллаштарчӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем тӗрлӗ лапамри спорт тупӑшӑвӗсенче вӑй виҫрӗҫ. Аслӑраххисем вара савӑнӑҫлӑ концертпа кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ, пӗр-пӗринпе калаҫса киленчӗҫ. Сцена ҫине Елчӗк тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем, ятлӑ-сумлӑ юрӑҫсем тухрӗҫ.

Алексей Енейкин, Андрей Воронин