Ҫӗнӗ Шупашкарта Сӑр хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ ветерансене чысларӗҫ 

"Тӑван тӑрӑхӑн историйӗн ҫак пӗлтерӗшлӗ страницине пирӗн типтерлӗн упрасчӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ытларах каласа пама пултарасчӗ", - терӗҫ уява йӗркелекенсем. Ҫак кун тӗлпулӑва килнӗ чи хаклӑ хӑнасене - вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсене хисеплесе концерт программи те хатӗрленӗ. 

Хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте ӗҫленисене медальсемпе чысларӗҫ. Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Ҫармӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анна Антонова та ҫав хӑрушӑ тапхӑрта тертне самай курнӑ. "Паянхи пурнӑҫ ҫӑтмахри пекех туйӑнать. Кун-ҫулӗ лӑпкӑ, пире - аслӑ ӑрурисене - кирек ӑҫта кайсан та хисеплеҫҫӗ", - тет 94 ҫулти хӗрарӑм. Ҫӗнтерӳ кунӗ-и е ытти уяв - Анна Антонова яланах ҫынсемпе хутшӑнма, чуна уҫса калаҫма хавас. Шел пулин те, ҫулсем иртнӗ май килтен пурте тухса ҫӳреймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа чыслава хӑш-пӗр ветеранӑн тӑванӗсем ҫитнӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров