Ҫӗнӗ хваттерӗсене кӗтсе илнӗ

Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри пурнӑҫа кӗме пуҫланӑ тесен те юрать. Ҫӗнӗ Шупашкарти Строитель урамӗнче пая кӗрсе ҫурт тӑвакансем тинех хӑйсен хваттерӗсене куҫӗҫ. Кӗтнӗ уҫӑсене вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Республика Пуҫлӑхӗ пачӗ. 

Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи нумай хваттерлӗ 6-мӗш ҫурта "Оргтехстрой" компани 2015-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна 17-мӗш ҫулта хута ямалла пулнӑ. Анчах та ӗҫ вӑраха кайнӑ, 2019-мӗш ҫулта вара чарӑнсах ларнӑ. Тепӗр ҫултан ку объекта ятарлӑ реестра кӗртнӗ. Нушаллӑ ҫурта "СМУ-60" пӗрлешӳ туса пӗтерме килӗшнӗ. Иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче объектра ӗҫ шавӗ илтӗнме пуҫланӑ. Халӗ вӑл тинех хатӗр. Ку ҫуртра 93 ҫын пая кӗрсе хваттер туяннӑ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗсем ҫӗнӗ килӗсене куҫма пултарӗҫ. Хула администрацийӗ кунта ҫавӑн пекех 6 хваттер тӑлӑхсем валли, тепӗр иккӗшне нумай ачаллӑ Амуровсен ҫемйи валли пӑхса хунӑ. 5 ачаллӑскерсем ку таранччен общежитире пурӑннӑ. Халӗ вӗсен тинех ҫутӑ та хӑтлӑ кӗтес пулать. Унта пурин валли те вырӑн ҫитет. 

Иртнӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта строительстви вӑраха кайнӑ 3 объект шутланнӑ. Вӗсенчен пӗри - шӑпах ҫак пӳрт. Тепӗр икӗ ҫуртри хваттер хуҫисене компенсаци тӳленӗ. Раҫҫей Правительстви пулӑшнипе 255 ҫынна 305 миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫапла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта паянхи куна пая кӗрсе улталаннисен прависене туллин хӳтеленӗ. 

 

Диана Иванова, Николай Скворцов, Юрий Марков