Кӑҫалхи слет Аслӑ уявпа пӗр килчӗ. Ҫавӑнпа ҫамрӑк инспекторсем, патшалӑх ҫул-йӗр инспекцийӗнче ӗҫлекенсем тата управлени пуҫлӑхӗ Владимир Романов 30 метр тӑршшӗ Ҫӗнтерӳ ялавне тытса "Ҫӗнтерӳ кунӗ" юрра шӑрантарчӗҫ. Ҫапла майпа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен тата Ҫӗнтерӗве туптанисен паттӑрлӑхне асра тытнине палӑртрӗҫ.
Ҫамрӑк ҫул-йӗр испекторӗсен юхӑмӗ Раҫҫейре 1973-мӗш ҫулта аталанма пуҫланӑ. Паянхи куна ҫӗршывра 35 пин отряд е 460 пин ытла ҫамрӑк инспектор. Чӑваш Енре "Хӑрушлӑхсӑр кустӑрма" слета 10 ҫул ытла "Белые камни" лагерьте йӗркелеҫҫӗ.
Слет программинче - 7 конкурс. Ачасем теори пайне те, практика тапхӑрне та тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ. Уйрӑмах велосипедпа чӑрмавсене парӑнтарма ҫӑмӑл мар. Ҫамрӑк инспекторсене ҫумӑрлӑ ҫанталӑк та чӑрмантараймарӗ. Чылайӑшӗ пӗр кӑлтӑксӑр финиша ҫитрӗ. Велосипедпа ярӑнасси слет программинче тахҫанах пулнӑ пулсан, самокатпа вара пуҫласа тупӑшрӗҫ. Куславкка тӑрӑхӗнчи Елчӗк вӑтам шкулӗнчи 4-мӗш класра вӗренекенсем хӑйсен тӑрӑхӗнче пӗрремӗш вырӑна тухса ҫак ярӑнмалли хатӗре выляса илнӗ. Слетра та вӗсем ку енӗпе маттур пулчӗҫ.
Ачасем яланхи пекех пултарулӑх енӗпе те тупӑшрӗҫ. Сцена ҫинче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе йӗркеленӗ агитбригадӑсем ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Каҫхи программа та кӑсӑклӑ пулчӗ. Ачасене уйрӑмах кӑвайт умӗнче ларни, юрӑсем шӑрантарни тата салют нумайлӑха асра юлӗ.
Икӗ куна пына слет пӗтӗмлетӗвӗпе Шупашкарти 53-мӗш шкулти вӗренекенсен ушкӑнӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. Вӗсем республика чысне Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлӗҫ.
Надежда Александрова, Игорь Ульянов