Ӑшӑ тумтирпе пӗрлех йӗркен-йӗркен чунтан тухакан сӑмахсем

Шупашкарти кӗмӗл волонтерсем ҫӗршывӗпех пыракан "Тепло для героя" акцие хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тӗп хулари халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳрекен кинемисен ушкӑнӗ ал ӗҫ тума час-часах пӗрле пухӑнать. 

Ҫулла хӑйсен аллипе ҫыхнӑ япаласене Донбаса та пӗрре мар ӑсатнӑ вӗсем. Ытларах ачасем валли ҫыхнӑ та ҫӗленӗ. Раҫҫейри акци кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вӑй илнӗ те нарӑсӑн 23-мӗшчен пырӗ. Ҫак хушӑра тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисене парнепе савӑнтарӗҫ ватӑсем. "Ҫыхма пӗлетпӗр те юрататпӑр, тивӗҫлӗ канура вӑхӑчӗ ҫителӗклӗ. Капла ушкӑнпа пухӑнса ӗҫлени чуна та ҫӗклет, салтаксемшӗн те - пӗчӗк пулӑшу", - теҫҫӗ кинемисем. Ӗҫ кал-кал пырать - посылка часах тулса ҫула тухма хатӗрленет. Ку вӑл волонтерсем хамӑр салтаксем патне ӑсатнӑ пӗрремӗш парти мар. Ҫак тарана ҫитсе миҫе мӑшӑр нуски ҫыхнине шутламан та вӗсем. "Пирӗн алӑсен ӑшши, чунри ырӑлӑх ҫапӑҫу хирӗнчи паттӑрсене вӑй патӑр, хавхалантартӑр", - палӑртаҫҫӗ кинемисем. 

Акци пынӑ хушӑра кашниех ҫыру та шӑрҫаланӑ. Тӑван киле тӗрӗс-тӗкел, ҫӗнтерӳпе таврӑнма суннӑ. 

Ку вӑл "Единая Россия" парти проекчӗ пулнӑ май унӑн хастарӗсем волонтерсене пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Хальхинче Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Виктор Горбунов кинемисемпе тӗл пулса вӗсен ӗҫӗпе кӑсӑкланчӗ, ырӑ пуҫарӑва хутшӑннӑшӑн тав турӗ. Малашне ӗҫлеме кирлӗ хатӗрсемпе те тивӗҫтерчӗ.

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова