Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем Муркаш тӑрӑхӗнче пулчӗҫ

Муркашсем ӗҫлеме те, канма та, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парса ӳстерме те пӗлеҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ республикӑри агромпромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем ку тӑрӑхра ӗҫлӗ ҫӳревпе пулнӑ май. Хастарсен делегацине правлени пуҫлӑхӗ Александр Самылкин ертсе пычӗ. 

Хисеплӗ ветерансене Муркаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лилия Тарасова хапӑлласа йышӑнчӗ. "Хӑй вӑхӑтӗнче эсир ял хуҫалӑхӗнче ырми-канми вӑй хурса республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Ун чухнехи ҫитӗнӳсене тӗпе хурса эпир сирӗн ӗҫе малалла тивӗҫлӗн тӑсма тӑрӑшатпӑр", - палӑртрӗ вӑл. Канашлӑва хутшӑнакансене, паллах, чи малтан ҫӗр ӗҫӗнчи кӑтартусем кӑсӑклантарчӗҫ. Пӗлтӗр муркашсем ку тӑрӑхра пурӑнакан пӗр ҫын пуҫне тонна ҫурӑна яхӑн тыр-пул пухса илнӗ. Аш-какай тирпейлессипе республикӑра - 6-мӗш, сӗт сӑвассипе - 3-мӗш, ҫӑмарта пухса илессипе - 1-мӗш вырӑнта. 

Лилия Юрьевна палӑртнӑ тӑрӑх, обществӑлла пӗрлешӳсем те округа пур енлӗ аталантарас ӗҫре хастар. Агропромышленноҫ ветеранӗсен вырӑнти пӗрлӗхне, сӑмах май, Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни Валерий Вязов ертсе пырать. Малтанах сумлӑ хӑнасем Калайкасси шкулне ҫитсе курчӗҫ. Унта вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа, хамӑр халӑх йӑлие палӑртакан пултарулӑх номерӗпе "Сывлӑмпи" фольклор ансамблӗ кӗтсе илчӗ. 

"Ачасемпе ҫамрӑксене хамӑр халӑх йӑли-йӗркине манма паманни ҫав тери паха", - тесе палӑртрӗҫ хӑнасем. Унтан ветерансене Афганистан вӑрҫине хутшӑннисене халалласа уҫнӑ республикӑри пӗртен-пӗр музейпа паллаштарчӗҫ. Ку тӑрӑхран хирӗҫтӑрава 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑ, 7-шӗ вӑрҫӑ вутӗнчен тухайман. Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен палӑкӗ патне чӗрӗ чечексем хучӗҫ ветерансем. Вырӑнти хальхи ӑру библиотекинчен интернет саманинче те ҫын татӑлмасть. Кулленех 150 ача таран вулавӑша кӗрсе тухать. Канмалли кунсенче ҫемьепех кӗнеке ҫуртне ҫӳресси йӑлара муркашсен. Ҫакӑ та савӑнтарчӗ хӑнасене. Канашлӑва хутшӑнакансем Валерий Вязов пӗтӗмлетӗвне итлерӗҫ. Унтан иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗсене тишкерсе малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. 

Алиса Александрова, Альбина Фомина