"Агрохолдинг Чува" предприятине аталантараҫҫӗ

Нумаях пулмасть унта ҫӗнӗ производство йӗркеленӗ, кивелнӗ хатӗрсене ҫӗннисемпе улӑштарнӑ. Ҫакӑ ӑна ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫлесе кайма май панӑ. Унти лару-тӑрупа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Предприятие ертсе пыракансем ҫитес 3 ҫулта ӑна аталантарасси ҫине пусӑм тума палӑртаҫҫӗ. Чи малтан организацие "Чува" ятпа улӑштарнӑ. Халь продукцин пахалӑхне ӳстерессипе тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрлешӳ директорӗ Иван Панин каланӑ тӑрӑх, цехри автоматизациленӗ хатӗр перекетлӗ ӗҫлеме пулӑшать. Кунта ытларах тупӑш илмелли майсене шыраҫҫӗ. Предприятире аш-какай тирпейлемелли ҫурмаавтомат хатӗрсене улӑштаранӑ. Ҫакӑ шурӑ аш туса илессине 30 процент ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех кунта аша шӑмминчен уйӑракан оборудование ҫӗнетнӗ. Ҫакӑ продукцин пахалӑхне ӳстерме тата ӗҫе хӑвӑртлатма май панӑ. Агрохолдингра туса кӑларнӑ котлетсемпе чӑх какайне тата ытти продукцие хӑнасене тутанса пӑхма сӗнчӗҫ. Олег Николаев техӗмлӗ апат-ҫимӗҫе ырларӗ, предприятие патшалӑх енчен пулӑшасси пирки каларӗ.

Алена Артемкина, Екатерина Данилова, Андрей Шоклев