Ачасене тыткӑнлакан пултарулӑх ӗҫӗ

Хыпар издательствто ҫурчӗ тата "Тантӑшпа" "Тетте" кӑларӑмсен редакцийӗсем республикӑри ҫамрӑк корреспондентсене черетлӗ слета пуҫтарчӗҫ. Унта чи хастар авторсене чысларӗҫ. 

Ҫамрӑк корреспондентсем хӑйсен хайлавӗсем "Тантӑш" хаҫатра е "Тетте" журналта пӗрремӗш хут пичетленнине питӗ лайӑх астӑваҫҫӗ. Юлия Иванова та ҫавсен йышӗнче. Кӑҫал хӗрача "Чи интереслӗ заметка" номинацире ҫӗнтерчӗ. Софья Игнатьева та пичет сӑмахӗн вӑйне туйса илнӗ. "Тантӑш " хаҫатпа вӑл 2 ҫул каялла ҫыхӑну тытма пуҫланӑ.

Пултарулӑх ӗҫӗ ачасене ытларах та ытларах тыткӑнлать. Ҫамрӑк корреспондентсен слетӗнче палӑрни вӗсене тата тӑрӑшулӑрах пулма хистет. 

Йӗркелӳҫӗсем ҫамрӑк калем ӑстисене дипломсем тата тав хучӗсем парса чысларӗҫ, малашне те хастар пулма, пӗлӗвне аталантарса пыма сунчӗҫ. Хаҫат-журнал ачасем валли тӑтӑшах тӗрлӗ конкурс йӗркелет. Кӑҫалхисене ытларах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Слета хутшӑнакансем валли ӑсталӑх класӗсем те йӗркелерӗҫ. Ачасем унта интервью илме, сӑн ӳкерттерме, социаллӑ тытӑмра харпӑр хӑй страницине тытса пыма, ал ӗҫ тума вӗренчӗҫ. Пуҫласа слёт ӗҫне "Воин" пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ачасене ҫар ӗҫӗпе паллаштарчӗҫ. Ҫамрӑк корреспондентсем тулли кӑмӑлма, ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе тепре тӗл пуличчен тесе саланчӗҫ.

Надежда Александрова, Игорь Ульянов