Ачасене шкулти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен фестиваль-конкурсне йыхравлаҫҫӗ

Шупашкарта пӗрремӗш хут регионсем хушшинчи "МедиаВзлет" конкурс-фестиваль ирттереҫҫӗ. Унта 9 ҫултан пуҫласа 17 ҫул таранхи вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене 6 номинацире йышӑнаҫҫӗ. Фестивальте тӗп хулари 59-мӗш шкулти медиастуди те вӑйне тӗрӗслесе пӑхасшӑн.

Медиастуди йӗркелес ӗҫ кунта 2016-мӗш ҫултах пуҫланнӑ. Ун чухне 59-мӗш шкулти вӗренекенсем православи чиркӗвӗсем пирки фильм ӳкернӗ. Унта сывлӑхӗ хавшак ачасем те хутшӑннӑ. Майӗпен вӗренекенсем конкурссене те хутшӑнма пуҫланӑ. Тӗрлӗ ҫулта грантсем ҫӗнсе илнӗ - пурӗ 5 миллион тенкӗ ытла. Ҫавӑнпа та шкулта ятарлӑ пӳлӗмсем йӗркелеме май тупӑннӑ. Кунта пӗчӗк типографи те, гримернӑй та, монтаж тумалли те, радиопередачӑсем хатӗрлемелли вырӑн та пур. Ҫапла майпа ачасем фото тата видео ӳкерме, сценари ҫырма, монтаж тума хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Фестиваль-конкурса 2022-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен хатӗрленӗ материалсене 6 номинаципе йышӑнаҫҫӗ. Ачасем унта ушкӑнпа та, уйрӑмшаррӑн та хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс-фестивале ака уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Тӗплӗнрех хыпар — медиавзлет.рф сайтра. 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова