Ачасемпе вӗрентекенсен пӗрлехи ҫитӗнӗвӗ

Вӗсем республикипе кӑна мар, Раҫҫейӗпе те чи лайӑххисен йышӗнче. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчи ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулчӗ.

Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче олимпиадӑсен вырӑнти тапхӑрӗсене республикӑри 17 пин те 500 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе регион шайӗнче 1970-шӗ тупӑшнӑ - 550-шӗ малтисен йышне кӗнӗ. 55 вӗренекен вара республика чысне Раҫҫейри олимпиадӑсенче хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ. Вӗсенчен 15-шӗ биологи предмечӗпе ӑмӑртнӑ. Кун пекки ку таранччен пулман. Пӗрремӗш хут пирӗн шкул ачисем харӑсах Раҫҫейри 6 олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Вӗсем физика, географи, биологи, литература тата экологи предмечӗсемпе мала тухнӑ. Вӑрмарти Егоров ячӗллӗ шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Ангелина Семенова шӑпах экологи енӗпе палӑрнӑ.

Пултаруллӑ ҫамрӑксене регион ертӳҫи Олег Николаев саламларӗ, республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленӗшӗн тав ҫырӑвӗсеме чысларӗ. Ачасен ҫитенӗвӗнче педагогсен тӳпи пысӑк. Вӗсем кашни утӑмра хавхалантарса тӑраҫҫӗ. 

Олег Николаев вӗрентекенсене те чысларӗ. Ҫавӑн пекех призерсене хатӗрленӗ педагогсене 150 пин тенкӗ, ҫӗнтерӳҫӗсемшӗн - 250 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Пӗлтӗр ҫак тӗллевпе 2 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсенче палӑрнисем ҫӗршыври чи сумлӑ аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ чух ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ кураяҫҫӗ. Тӗл пулура вӗренекенсем Республика Пуҫлӑхне хӑйсене хумхантаркан ыйтусене пама пултарчӗҫ, ҫавӑн пекех ӗмӗт-теллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Физика тата географи предмечӗсемпе ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ Дмитрий Николаевӑн ӗмӗтне вара Чӑваш Ен ертӳҫи тӳрех пурнӑҫларӗ - хӑйӗн кабинетӗнче экскурси ирттерчӗ.

Диана Иванова, Cергей Емельянов