Ача сывлӑхӗшӗн сиенсӗр, илемлӗ те ҫирӗп теттесем

Шупашкарта пурӑнакан Ирина Богдан 3 ҫулти хӗрачи валли пукане лавккара туянмасть - вӗсене хай аллипе ӑсталать. Вӑл йӗтӗн пиртен хӑйнеевӗрлӗ теттесем ҫӗлет.

Йӑл кулакан мулкач, арӑслан, тилӗ, жираф - ҫак ҫемҫе теттесене Ирина ӑсталанӑ. Пӗрре пӑхсан вӗсем пӗрешкел, ҫав вӑхӑтрах расна. Ӗҫре вӑл синтетика хатерӗсемпе пачах усӑ курмасть. Йӗтӗн пирпе, йывӑҫ тӳмесемпе, аллерги паман мамӑкпа ӗҫлет. Ҫемҫе те ҫӑмӑл теттесене Ирина 3 ҫул каялла, ача ҫуралсан тума пуҫланӑ.

Александра хӗрӗ амӑшӗ тунӑ теттесене аллинчен вӗҫертмест. Сатикре-и, урамра-и — яланах амӑшӗ ҫӗленӗ теттепе. Пукане ӑсталама Ирина хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Малтан пулас теттен пайӗсене хут ҫинче ӳкерет, унтан вӗсем тӑрӑх йӗтӗн пир касса ӗҫе пикенет. Пӗр тетте тума 3 сехете яхӑн вӑхӑт кирлӗ ӑстана. Малашне Ирина тата кӑткӑсрах теттесем ӑсталас тӗллевлӗ. 

Алена Артемкина, Андрей Шоклев