Ял пурнӑҫне сӑнласа ҫитӗнекен ӑру валли халӑх эткерне упрать

Тӑвай тӑрӑхӗнчи Турикас Тушкил шкулӗнчи музей 40 ҫула яхӑн ӗҫлет. Ял-йыш тӑрӑшнипе кунта пуян экспозици пухнӑ. Юсав хыҫҫӑн музея хӑнасем те йышлӑ иленнӗ. Управӑша халӑх пуҫарӑвӗн программипе ҫӗнетме май килнӗ. 

Ачасем кунти тупра тӑрӑх тӑван ял историпе, тавралӑхпа тата, паллах, несӗлсен йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ. Ӗлӗкхи савӑт-сапа, ал ӗҫ хатӗрӗсемпе хуҫалӑхра усӑ курнӑ япаласене Турикас Тушкилте пуҫтарнӑ. Паянхи кун та ял халӑхӗ хаклӑ экспонатсемпе тивӗҫтерет. Нумай пулмасть кӑна ҫак арчана килсе панӑ. Шкул музейне ертсе пыракан Валерий Петров ӑна юсаса ҫӗнетме пултарнӑ. Технологи учителӗнче тӑрӑшаканскерӗн алли пырать. Ку парттӑна вара пӗтӗмпех хӑй ӑсталанӑ. Совет саманинче вӗреннисене вӑл ачалӑхри аса илӳсене путарать, хальхисемшӗн вара - тӗлӗнтермӗш. Шкул музейне 1985-мӗш ҫулта йӗркелесе янӑ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 40 ҫул тултарнӑ тӗле уҫнӑ, чӑн малтан вӑрҫӑра пулнӑ тата пуҫ хунӑ ентешсене халалланӑ паттӑрлӑх залӗ куракансене йышӑннӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн паттӑрсен йышӗ хушӑнсах пырать. Кунта тӗрлӗ ҫапӑҫусенче пулнӑ ял-йышпа паллаштараҫҫӗ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операци салтакӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗх упраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылра ырми-канми тӑрӑшнисем пирки те каласа параҫҫӗ. 1994-мӗш ҫулта - Турикас Тушкил шкулӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа музейра тепӗр 2 зал уҫӑлнӑ - пӗри пӗлӳ ҫурчӗпе ял историне сӑнлать, теприне чӑваш халӑх культурине халалланӑ. Сӑмахран, ҫак шӑмӑ-шакӑ ку тӑрӑхра сӗм авал мамонтсем пулнине ҫирӗплетет. Вӗсене ял халӑхӗ шкул никӗсӗ валли ҫырмаран чул кӑларнӑ чухне тупнӑ. Халӗ ҫакӑн йышши тӗлӗнтермӗшсемпе кашниех паллашма пултарать. 

Управӑш пӳлӗмӗсене шкула тӗпрен юсанӑ чухне ҫӗнетме пултарнӑ. Историпе тавра пӗлӳ музейне хатӗрсемпе тивӗҫтерме ял халӑхӗ пулӑшнӑ. Кунта миллион тенкӗлӗх витринӑсем, стендсемпе экспозицисем туяннӑ. Патшалӑх программипе тӑкаксен пӗр пайне турикастушкилсем саплаштарма килӗшнӗ. 

Халӗ кунта шкул ачисем кӑна мар, тахҫанах вӗренсе тухнисем те экскурсие ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Ытти ял-хуларан килекен хӑнасем те самантлӑха аваллӑх авӑрне лекме пултараҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов