Вӗреннипе пӗрлех ал ӗҫне хӑнӑхӗҫ

Шупашкарти сывлӑх енчен хавшакрах ачасене вӗрентекен 1-мӗш шкул "Современная школа" федераци проектне хутшӑнса пысӑк пулӑшӑва тивӗҫнӗ. Ҫавна май классене хальхи йышши ӗҫ тата музыка хатӗрӗсемпе пуянлатаҫҫӗ.

Технологи урокне вӗрентекенсем тин кӑна килсе ҫитнӗ вӗр-ҫӗнӗ ҫӗвӗ машинисене пӑхса савӑнаҫҫӗ. "Вӗренӳ" наци проекчӗ пулӑшнипе кунти икӗ класра хальхи йышши ҫӗвӗ хатӗрӗсем вырнаҫтарнӑ. Тумтир якатмалли хӑватлӑ утюгсемпе тимӗр тӳме лартмалли хатӗр те пур. Учительсем ҫак ҫӗнӗлӗхе ачасене кӑтартмалли вӑхӑт ҫитессе кӗтеҫҫӗ.

Ӑс-тӑн енчен хавшакрах ачасем ҫакӑн евӗр ӑсталӑха уйрӑмах ҫӑмӑллӑн алла илме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене аталанмашкӑн кирлӗ майсем туни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Музыка класӗ те вуншар ҫӗнӗ инструментпа пуянланнӑ. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин