Вӑйӑ урлӑ чӑвашла калаҫма вӗренӗҫ

Пӗлтӗр Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче вырӑс шкулӗсенче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхи учебникӗ кирлине палӑртнӑччӗ. Ҫавна май кӗске хушӑрах авторсен ушкӑнӗ кӗнеке хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ пособине Шупашкарти 40-мӗш шкулта пахаларӗҫ. 

Кунта чӑвашла вӗрентес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗҫӗн классенче ӑс пухакансенчен 99 проценчӗ ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине ӑша хывать. Тӑван халӑх йӑли-йӗркине те манмаҫҫӗ. Ку енӗпе ӗҫлекен "Асамлӑ чаршав" кружока тӗрлӗ класра вӗренекенсем хаваспах ҫӳреҫҫӗ. Асӑннӑ шкултах тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класӗн Гран-прине ҫӗнсе илнӗ Александр Степанов ӗҫлет. Александр Марсович ачасене вӑйӑ урлӑ чӗлхене вӗрентме ҫӑмӑлрах пулнине тахҫанах ӑнланнӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке шӑпах ҫапла май туса парать. Учебник 4 пайран тӑрать - пуҫламӑш классенче вӗренекен 4 класс валли. Авторӗсем виҫҫӗн: "Язык для успеха" чӗлхе шкулӗн директорӗ Александр Блинов тата тӗп хулари шкулсенче чӑваш чӗлхи тата литература вӗрентекенсем - Людмила Николаевапа Алина Егорова. Вӗсем ҫак яваплӑ ӗҫе унччен пичетленсе тухнӑ ытти кӗнекесене тӗпе хурса тунӑ, ҫав вӑхӑтрах нумай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров