Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул ҫитес эрнере уҫӑлмалла

Кун пирки Алла Салаева вице-премьер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтерчӗ. Ку вӗренӳ учрежденийӗнче юсав вӑраха кайнипе ачасем иккӗмӗш уйӑх инҫет мелпе пӗлӳ илеҫҫӗ.

Вӑрнарти 1-мӗш шкулта паян юсав малалла пырать. Объектра "ПМК-8" пӗрлешӳ тӑрӑшать. Рабочисем шкул тӑррине витеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шалта те ӗҫ кал-кал пырать. Иккӗмӗш хутри пӳлӗмсене йӗркене кӗртсе пӗтернӗпе пӗрех. Виҫҫӗмӗш хутра ҫутӑ тытӑмне тӑваҫҫӗ, урай сарса пӗтереҫҫӗ. Мӗн пур ӗҫӗн 80 процентне пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин