Тӗп тивӗҫ - ачасене тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулӑшасси

Професси уявӗпе шкулсенче, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче, колледжсенче вӗрентекенсене, сатиксенче ӗҫлекенсене Чӑваш патшалӑх университечӗн культура кӗрменӗнче саламларӗҫ. Унта тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем, пӗлӳ парас ӗҫре ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртекенсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Вӗренӳ тытӑмӗ ҫулран ҫул улшӑнсах пырать. Шкулсенче, ытти пӗлӳ ҫурчӗсенче хальхи йышши технологисене пурнӑҫа кӗртсе ачасене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшаҫҫӗ. Республикӑри учрежденисем "Вӗренӳ" наци проектне, тӗрлӗ конкурссене хастар хутшӑнаҫҫӗ, грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Пӗтӗмпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне 20 вӗренӳ учрежденийӗ тивӗҫнӗ. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн педагогсен умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсем тухса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та тӗп тивӗҫ - ачасене тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулӑшасси. Ҫавӑн пекех уявра республикӑри чи хастар та маттур вӗрентекенсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. 

 

Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов