Шкул пӗтерекенсем пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытма хатӗрленеҫҫӗ

Пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ умӗн ҫӗршывра вӗренекенсемсӗр сăнавлă тӗрӗслев иртрӗ. Ку ӗҫе пирӗн республика та хутшӑнчӗ.

Экспертсем экзаменсене пӗр кӑлтӑксӑр ирттерес тӗллевпе ҫирӗплетнӗ тапхӑра тимлерӗҫ. Шкул пĕтерекенсем кӑҫал хӑйсен пӗлӗвне 36 пунктра тӗрӗслӗҫ. Ҫакна валли 525 аудитори хатӗрленӗ. Тӗп хулари 24-мӗш шкулти лару-тăрупа Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашрӗ. 

 

Леонид Петров, Никита Углёв