Республикӑра шкул ачисене професси суйлама пулӑшакан эрнелӗх пырать

Вӗренӳ министерстви пуҫарнӑ акцие 8-мӗш - 9-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкарти транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗнче Пӑрачкав тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи ҫамрӑксем пулса курчӗҫ. 

Профессисемпе паллаштаракан эрне ахальтен мар Транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗнчен пуҫланчӗ. Ӑна унчченхи 3 училищене пӗрлештерсе 2013-мӗш ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл паянхи куна республикӑри вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан чи пысӑк вӗренӳ заведенийӗ шутланать. Кунта 2 пин ытла ҫамрӑк вӗренет. Вӗсене 15 специальноҫе алла илме пулӑшаҫҫӗ. 600 ытла студент бюджетлӑ майпа ӑс пухать. Шкул ачисем вӗренӳ заведенийӗпе паллашнӑ май хӑйсен пуласлӑхӗ пирки шухӑшланине палӑртрӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче вара профессисемпе паллаштаракан эрне республикӑри аслӑ шкулсенче иртӗ. Уҫӑ алӑк кунӗсем 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем валли йӗркелӗҫ. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров