Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш шкулта вӗрентекен Евгений Синичкин "Исток" преми лауреачӗ пулнӑ

Ҫак наградӑна ҫулталӑкра пӗрре хӑйӗн вӗренекенӗсене ӑслӑлӑх тата технологипе ҫыхӑннӑ профессие суйлама хавхалантарнӑ физика, хими, биологи учитӗлесене параҫҫӗ. 

Учитель, эколог, географ, фотограф, тӗпчевҫӗ. Ачасене кӑсӑклантарса ярас тесен педагогӑн хӑйӗн тӗрлӗ енлӗ аталанмалла. Маларах Сӑр заповедникӗнче ӗҫленӗ, халӗ биологи предметне ертсе пыракан Евгений Синичкиншӑн шкулта кӑна заняти ирттерни ҫителӗксӗр, час-часах уроксем ҫут ҫанталӑк ытамне те куҫаҫҫӗ. Пӗрре кимӗпе ҫулҫӳреве тухаҫҫӗ, тепре экспедицие каяҫҫӗ, кайӑксемпе чӗрчунсене те сӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта ҫак проекта "Нескучные уроки в кедах" ят панӑ. Евгений Аркадьевичӑн учитель стажӗ пысӑках та мар - 10 ҫул. Анчах та ҫак хушӑра вӑл ачасемпе чылай турнира, квеста, олимпиадӑсемпе фестивальсене хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята та пӗрре мар тивӗҫнӗ. 

Алиса Александрова, Людмила Майкова, Михаил Солин