Вӑл пурӑннӑ чухнех хӑйӗн таса кӗллипе ҫынсене чир-чӗртен тата усал сывлӑшран тасатнӑ

Сӑмах Тӑвай тӑрӑхӗнчи Кӗрше чиркӗвӗн настоятелӗ пулнӑ Дометиан Миллин иеромонах пирки пырать. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа кӑҫал 42 ҫул ҫитрӗ.

Ҫак хушӑра та священник чылай хӑватпа палӑрнӑ. Ҫавӑнпах 15 ҫул каялла унӑн кӗлеткине масартан чавса кӑларса чиркӳ алтарӗ умне пытарнӑ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ куна асӑнса сӑваплӑ вил тӑпри умӗнче панихида иртрӗ.

Дометиан Миллин иеромӑнах 1898-мӗш ҫулта Елчӗк ҫумӗнчи Патреккел ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ачаранах клирос ҫинче юрланӑскер ҫитӗнсен пӗр иккӗленӳсӗр пачӑшкӑ пулма шут тытнӑ. Ҫак шӑпа вара ӑна самай шар кӑтартнӑ. Турра ӗненекен халӑха пусмӑрлама пуҫласан Дометий священника пӗр сӑлтавсӑрах тӗрмене хупса хунӑ. Кил-ҫуртне патшалӑх валли туртса илсе ҫемйине пӗр нимсӗр урамра хӑварнӑ. Миллинсемшӗн ку репресси нушин пуҫламӑшӗ ҫеҫ пулнӑ. Чӑн тӗне ҫирӗп ӗненнӗ священник мӑйӗнчи хӗресне хывма килӗшменшӗн Амур тӑрӑхӗнче те, Шурӑ тинӗсри Соловки утравӗсенче те самай хур курнӑ. Колонисенче вӑл пӗтӗмпе 17 ҫул ирттернӗ. Килне сывӑ таврӑнса мӗн ватӑлса виличченех Турра юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево тата Тӑвай ҫывӑхӗнчи Кӗрше чиркӗвӗн настоятелӗ пулнӑ. Тавраран килсе тӑнӑ пин-пин ҫынна хӑйӗн кӗллипе ҫӑмӑллӑх кӳнӗ.

Дометиан иеромонахӑн чӗри 1984-мӗш ҫулта тапма чарӑннӑ. Сӑваплӑ пачӑшкӑна мӗнпур ҫынпа пӗрле ял масарне пытарнӑ. Ҫавах та, ҫулсем иртнӗ май Дометиан священник вилтӑприйӗ ҫинче тӗлӗнмелле хӑватсем курӑннӑ. Халӑхра ун пирки тепӗр хут ырӑ ят сарӑлнӑ. Майпен-майпен Кӗрше масарне тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакансем туртӑнма пуҫланӑ. Ҫак пулӑма Тутарстанри Седьмиезёрски мӑнастирӗн настоятелӗ Герман архимандрит та ҫирӗплетет. 2011-мӗш ҫулта ӑна умлӑ-хыҫлӑ икӗ хут шалкӑм ҫапнӑ. Алли-ури хытнипе урасӑрланнӑскер тӳрех Дометиан аттене аса илнӗ.

Ҫакӑн евӗр чылай хӑват кӑтартнӑ хыҫҫӑн 2011-мӗш ҫултах Дометиан иеромонаха хӑй ӗҫлесе пурӑннӑ чиркӳ алтарӗ умне куҫарма шутланӑ. Малтанах Варнава митрополит пилленипе епархире ятарлӑ ушкӑн ҫирӗплетнӗ. Унтан иеромонаха масартан чавса кӑларса ятарлӑ склепа вырнаҫтарнӑ. Ҫапла ҫӗнӗ вил тӑпри тунӑ. Ун умне каллех халӑх туртӑнма пуҫланӑ.

Кӗршери 1853-мӗш ҫултах хута янӑ чиркӗве паян Алипий Маторкин настоятель пӑхса тӑрать. Дометиан атте пирки вӑл кӗлле ҫӳрекенсенчен чылай ырӑ сӑмах илтнӗ. Иеромонаха алтарь ҫумне куҫарса пытарнӑранпа 15 ҫул ҫитнине халалласа игумен кунтах лития ирттерчӗ.

Иеромонах хӑй патне пыракансене пуҫ ҫине алӑ хурсах сыватма пултарнӑ теҫҫӗ. Ӗненме йывӑр пулӑмсене ҫирӗплетекенсем таврара халӗ те йышлӑ. Ҫапла, Дометиан иеромонахӑн хӑвачӗ урлӑ паян-кун та Туррӑн тивлетне туйса тӑракансем ҫулран-ҫул нумайлансах пырӗҫ.

Алексей Енейкин