Клюшка вырăнне алла шăпăр тытнӑ, шайбăна мечĕкпе ылмаштарнӑ

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра пурăнакансем çапла майпа хоккейла вылянӑ. Ҫакнашкал турнир ирттерес шухӑш "Выла" культурӑпа спорт центрӗн илемлӗх ертӳҫин Михаил Михайловӑн тата Лидия Скворцова библиотекарӗн ҫуралнӑ.

Ку вӑййа вӗсем интернетра курнă. Ялта пурӑнакансенчен часах икӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Кашнинче пилӗкшер ҫын. Пӗр командӑра Хĕл мучи мӑнукӗсем вылянӑ, тепринче - Вупăр карчӑкӑн. Шартлама сивӗ те хӑратман хастарсене, тупӑшу хӗрӳ иртнине пӗлтереҫҫӗ вӗсем. Ҫапах та туслӑх ҫӗнтернӗ, вӑйӑ 2 : 2 шутпа вӗҫленнӗ. Ку вăййа, ӑна брумбол теҫҫӗ, Канадăра пуçарса янă. Вăл хоккей евĕрех, йĕркисем те çавнашкалах. Клюшка, шайба, коньки пулманни чăрмав мар. Шăпăрпа мечĕк те çителĕклӗ. 

 

Екатерина Фомина