Етӗрне хулинчи 56 ҫул каялла тунӑ "Труд" стадиона ҫӗнетнӗ

Ӑна патшалӑх программипе юсанӑ. Хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объекта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫма хутшӑнчӗ. Ҫавӑн пекех етӗрнесем ятарлӑ ҫар операцине черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. 

Стадиона ялсене комплекслӑ аталантарамалли программӑпа ҫӗнетнӗ. Кунта футбол уйӗ, чупмалли ҫулсем, воркаут, баскетболпа волейбол вылямалли лаптӑксем, тренажерсем пур. Ҫавӑн пекех куракансем валли ларкӑчсене ҫӗнетнӗ. Олег Николаев ку - етӗрнесемшен пӗлтерӗшлӗ объект пулнине палӑртрӗ. Ҫак стадиона 1970-мӗш ҫулта тунӑ. Паллах, вӑхӑт иртнӗҫемен вӑл самай юхӑннӑ. Хула ҫыннисем ыйтнипе ӑна юсама йышӑннӑ. Объекта ҫӗнӗрен тунӑ тесен те юрать. Халь кунта тӗрлӗ ӳсӗмрисем кӗлеткине ҫирӗплетме, выляма, уҫӑлса ҫӳреме пултараҫҫӗ.

"Присурье" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса, "Рубин" футбол командине ҫӳрекенсем кунта тренировкӑсем ирттерме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Халь стадион - етӗрнесен юратнӑ вырӑнӗ. Ӑна уҫсанах вырӑнти футбол ушкӑнӗ вӑйӑ ирттерчӗ. Ку объект - калӑпӑшлӑ проектӑн пӗр пайӗ кӑна. Хулана аталантарассипе Правительство малалла ӗҫлет. Етӗрнере пӗр харӑс тата тепӗр 6 пысӑк проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Кунти иккӗмӗш шкулта шыв тытӑмне тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ, "Сказка" ача сатӗнче те юсав вӗҫленсе пырать. Ялсене аталантрмалли программӑпа Етӗрне пурӗ 300 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. 

Олег Николаев каланӑ тарӑх, республикипе ялсене аталантрма пурӗ 3 миллиард ытла усӑ курнӑ. Укҫапа ҫулсене юсанӑ, шкулсемпе культура ҫурчӗсене ҫӗнетнӗ, коммуникацисене йӗркене кӗртнӗ. Республикӑри округсенче хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр, терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ кунра тӗл пулнине палӑртрӗ. 

Ҫӗршывшӑн паллӑ кун етӗрнесем ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Малти ретре ҫапӑҫакансем валли япӑх ҫула парӑнтарма пултаракан 8 техника хатӗрленӗ. Вӗсен йышӗнче УАЗ, ЛуАЗ, Жигули. Хӗрӳ ҫапӑҫуран аманнӑ салтаксене илсе тухма тата икӗ "Нива" фронта ячӗҫ. Ҫак пулӑшу тӑватӑ ҫар чаҫӗнчи тата госпитальти салтаксем валли пулӗ. Ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫ, урапасем, хӳтӗлев каррисем, ӑшӑ алсиш-нуски, шыв. Олег Николаев предпринимательсемпе Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакансене тав туса калаҫрӗ. Уйрамах хастар пулнисене хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Сӑмах май, ку - республикӑран ӑсатнӑ 103-мӗш гуманитари пулӑшӑвӗ пулчӗ. 

Алена Артемкина, Дмитрий Ковалев