Чӑваш Республикинче авӑн уйӑхӗнчен "Ачалӑх автопоезчӗ" ятпа куҫса ҫӳрекен проект пурнӑҫа кӗрет

Ӑна регион ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗпе йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсен ҫемйисене психологипе педагогика пулӑшӑвӗ кӳресси. Ҫак кунсенче автопоезд Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чарӑнчӗ. 

Проектпа килӗшӳллӗн шкула профиллӗ специалистсем ҫитрӗҫ. Вӑл шутра социаллӑ педагог, педагог-психолог, дефектолог тата ытти экспертсем. Вӗсем ачасемпе тата салтаксен мӑшӑрӗсемпе калаҫу ирттернинсӗр пуҫне тӗрлӗ сӗнӳ-канаш пачӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасем ашшӗсем патне ҫыру ҫырчӗҫ, специалистсем унсӑр пуҫне тренингсем йӗркелерӗҫ. Проект ӗҫе-хӗлӗпе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

Тӗл пулура ачасем хӑйсен ашшӗсем пирки каласа пачӗҫ. Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта 4-мӗш класра вӗренекен Иван Алексеев ашшӗпе мӑнаҫланнине палӑртрӗ. Вӑл уншӑн яланах тӗслӗх пулнине каларӗ. Ҫак ҫыхӑну арҫын ачана пурнӑҫра пулӑшса тата хавхалантарса пырать. Калаҫӑва ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Андрей Михайлов та хутшӑнчӗ. Вӑл тылри пулӑшу салтаксемшӗн ҫав тери кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетрӗ.

Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсене пулӑшассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӗрентекенсем тата ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшнипе гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ, хӳтӗлев каррисем ҫыхаҫҫӗ, салтаксем патне ҫырусем ҫырса хавхалантараҫҫӗ. Республикӑра "Ачалӑх автопоезчӗ" проект вара малалла пырать. Паянхи кунччен вӑл Вӑрмар тата Тӑвай тӑрӑхӗсенче пулнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра специалистсем ытти округпа хулана та ҫитӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктория Логунова, Игорь Ульянов