Аслӑ уяв тӗлне Шӑхасанта Ҫӗнтерӳ паркне тӗпрен ҫӗнетнӗ

Ӑна подрядчик пӗр уйӑхра йӗркене кӗртнӗ. Район ҫыннисем те ҫак ӗҫе хӑйсен тӳпине хывнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗсен паттӑрлӑхне ӑрусен асӗнче ӗмӗрлӗхе хӑварас тесе пӗлтӗр районта пурӑнакансем пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ. Шӑхасанти Ҫӗнтерӳҫӗсен тӳремне ҫӗнӗ сӗм кӗртме пуҫланӑ. Ҫакна хуласене хӑтлӑх кӳме пулӑшакан федераци проекчӗпе тата халӑх пуҫарӑвӗн программипе уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе тума май килнӗ. Парка йӗркелеме пӗтӗмпе 8 миллион тенке яхӑн усӑ курнӑ. 

 

Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Михаил Солин